Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.6 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ял пурнӑҫӗ

Ял пурнӑҫӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Вӑрнар районӗнчи Кӑмаша ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен вӑйӗпе ҫӑла йӗркене кӗртнӗ тата пӗвене тасатнӑ. Кун валли хӑйсен кӗсйинчен укҫа кӑларнӑ.

Ҫӑл юсавсӑр пулни кӑмашасене тахҫанах пӑшӑрхантарнӑ. Вӑл арканса пӗтнӗпе пӗрех пулнӑ. Ҫавна май ялти хастар ҫынсем ӗҫе пуҫӑннӑ.

Арҫынсем ҫӑла хӑйсен аллипе юсанӑ. Халӗ вӑл усӑ курма юрӑхлӑ. Таса пӗве те ҫынсене савӑнтарать.

 

Ял пурнӑҫӗ
 Чӑваш наци телекуравӗ тунӑ видео скринӗ
Чӑваш наци телекуравӗ тунӑ видео скринӗ

Элӗкре пурӑнакансене кӗрт йыттисем канӑҫ памаҫҫӗ. Кӑҫал ҫулла вӗсем чылай выльӑха тӑлласа вӗлернӗ.

Чӑваш наци телекуравӗ вырӑна ҫитсе сюжет ӳкернӗ. Ҫурлан 19-мӗшӗнче Ирина Александрова 4 качакине уя тухса кӑкарнӑ. Хӑй йӑран ҫумлама таврӑннӑ. Качакисене йытӑсем тапӑнни пирки ӑна кӳрши пӗлтернӗ. Ҫав кун унӑн икӗ качакине йытӑсем тӑлланӑ.

Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫапкаланчӑк 4 йытӑ ӗнесене те тапӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем пӗр уйӑхра 20 пуҫ выльӑха тӗп тунӑ. Элӗксем ку ыйтупа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ патне, полицие, прокуратурӑна ҫитнӗ. Анчах татӑклӑ хурав кӗтсе илеймен.

Ҫынсен шухӑшӗпе, йытӑсем инҫех мар вырнаҫнӑ сӗт-ҫу савутӗнчен килеҫҫӗ. Анчах ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем савутӑн мар, вӑл унта хӑй кайса тӗрӗсленӗ.

Апла-и, капла-и - хальлӗхе йытӑсене никам та тытмасть, Элӗксем вара шар кураҫҫӗ...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81240
 

Ял пурнӑҫӗ
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Арккасси ялӗнчи 3 урамра вырӑнти пуҫарусен программипе ҫул сарма тытӑннӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 4 урамра ҫул юсасшӑн. Вӑрман урамӗнчи юсав валли аукцион ирттерме документсене хатӗрлеҫҫӗ. Ытти виҫӗ урамра юсав ӗҫне ҫак уйӑхра вӗҫлесшӗн.

Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнче республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Ольга Кудрявцева ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ. Вӑл ял ҫыннисене пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Чӑваш Енри ялсене аталантарма тӗрлӗ программӑпа 5 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ, ҫав шутран ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарма — 1,3 миллиард тенкӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ӗнер Елчӗк районӗнчи Чӑваш Тӑрӑмӗ ялӗнче шыв башни ӳкни пирки пӗлтернӗччӗ. Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ку лару-тӑрӑва урӑхла ӑнлантарнӑ.

Шыв башни ӳкмен иккен, ӑна юсама тесе ишсе антарнӑ. Башньӑна 1980 ҫултах хута янӑ. Вӑл кивелнӗ. Тӳре-шара каланӑ тӑрӑх, вӑл тутӑхса пӗтнӗ, тӳнсе анас хӑрушлӑх пулнӑ. Ҫавӑнпа ӑна ятарласа ишсе антарнӑ.

Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, ялта чылай ҫын хӑйсен ҫӑлӗпе усӑ курать. Пӗтӗмпе – 167 кил, вӗсенчен 52-шӗ пушӑ.

Хальхи вӑхӑтра ялти ҫынсем валли шыва 6:00-9:00 тата 16:00-18:00 сехетсенче яраҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Елчӗк районӗнчи Чӑваш Тӑрӑмӗ ялӗнчи ҫынсен пӗр вӑхӑт шывсӑр пурӑнма тивет. Унта шыв башни персе аннӑ.

Ял пӗчӗкех мар. Унта 172 хуҫалӑхра 413 ҫын пурӑнать. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, халӗ ирхине тата каҫхине ҫеҫ шыв ӑсса юлма пулать. Ун чухне шыва 10 минутлӑха ҫеҫ яраҫҫӗ. Чылайӑшӗн витре йӑтса ҫӑлкуҫ патне утма тивет.

 

Кӑсӑклӑ Ял пурнӑҫӗ

Эссе

Ҫӗмӗрле районӗнчи Волга ятлӑ ҫӗнӗ яла (халӑхӗ ҫапла йышӑннӑ!) колхозсем ҫуралнӑ тапхӑрта артеле пӗрлешнӗ маттур чӑваш хастарӗсем 1924 ҫулта вӑрман касса ҫаратнӑ вырӑнта туса янӑ. Инҫех мар Кӑмаша шывӗ Сӑр еннелле васкаса юхать. Колхозӗ – совхозӗ тахҫанах пӗтрӗҫ, а ялӗ вырӑнтах-ха, пӳрчӗсем те ҫӗнелсех пыраҫҫӗ.

Пӗрре Хӗрлӗ Чутай пасарӗнчен таврӑннӑ чух ҫак ялти пӗрле вӗреннӗ-ӗҫленӗ юлташ патне ҫитсе хамӑн юлашки кӗнекене парнелес тенӗччӗ. Эп килессе тахҫанах кӗтнӗ пулас вӑл, савӑнса-хӗпӗртесе вӑр-вар уткаласа, шавлӑн саламласа хирӗҫ тухрӗ халӗ те патвар кӗлеткеллӗ Владимир Семёнч, Володя.

«Эп сана ман ҫинчен маннӑ пуль теннӗччӗ, тахҫанах килмен те. Тӑхта, сана пӗр япала илсе тухса кӑтартап!», — тесе хапха алӑкӗнчен каялла кӗрсе пытанчӗ. Тепӗртакран хаҫатпа чӗркенӗ пысӑках мар йывӑр япала йӑтса тухрӗ, палисад ҫумӗнчи сак ҫине ларма чӗнчӗ. Хаҫатне сирсен кӑмака тумалли хӗрлӗ кирпӗче ик аллипе спорт кубокне йӑтнӑ пек ҫӗклерӗ. Хӑш-пӗр чух вӑл хӑнасене ҫак кирпӗче кӑтартса чӑннипех тӗлӗнтернӗ, мухтаннӑ.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ

Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялне кӗнӗ ҫӗрте асфальт ҫул ҫинче пысӑк шӑтӑк пулнӑ. Ӑна арҫынсем хӑйсемех кирпӗчпе сапланӑ. Тӳре-шараран пулӑшу кӗтсе илеймен вӗсем. Ҫакна видео ӳкернӗ.

Ку ӗҫе кашни эрнере яла килсе ҫӳрекен арҫынсем те хутшӑннӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫак шӑтӑка пула нумай водитель машина кустӑрмине сиенлетнӗ-мӗн.

Ҫул ҫинчи шӑтӑка юсанӑ чухне чылай водитель чарӑнса ӗҫчен арҫынсене тав тунӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
«Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Вӑрнар районӗнчи пӗр ялти ҫемьере велоплуг шухӑшласа кӑларнӑ.

Тавҫӑруллӑ ҫынсем Мачамӑш ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Георгий тата Николай Порфирьевсем ҫӗрулми купалама ал айӗнчи материалсенчен велоплуг ӑсталанӑ.

Асӑннӑ хатӗр епле ӗҫленине курнисем хакланӑ тӑрӑх, вӑл заводра туса кӑларнинчен нимпе те кая мар. Велополуг касӑсене хитре туса пырать, ҫӗрулмине лайӑх купалать.

Килте усӑ курма юрӑхсӑр велосипед пулсан ӑна ним мар касса вакласа хӑвӑра кирлӗ пек шӑратса хурса велоплуг ӑсталама пулать. Ан ӳркен кӑна!

 

Ял пурнӑҫӗ
chgtrk.ru видеовӗнчен касса илнӗ скриншот
chgtrk.ru видеовӗнчен касса илнӗ скриншот

Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Тускел ялӗ хӑй вӑхӑтӗнче пушанса юлнӑ. 2000-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче унтисем кӳршӗллӗ региона тухса кайнӑ.

Ҫавӑн пек шӑпа ытти хӑш-пӗр яла та пырса ҫапнӑ. Вӗсенчи кил-ҫурта ҫынсем дача евӗр ҫеҫ усӑ курнӑ. Халӗ вара ялсем ҫӗнӗрен вӑй илеҫҫӗ. Вӗсене тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ ҫынсем ҫӗнӗ ҫуртсем хӑпартса лартса яла чӗрӗ сывлӑш, пурнӑҫ сывлӑшӗ кӗртеҫҫӗ. Ҫавӑн пеккисенчен пӗрисем — маларах эпир асӑннӑ Ҫӗнӗ Тускелӗнчи Кирилловсем.

Тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, «Россия 24» канал «Герои среди нас» (чӑв. Паттӑрсем пирӗнпе юнашар) кӑларӑмра паллаштарнӑ. Сюжет анонсӗ тӑрӑх хакласан, Кирилловсем хыт-хура ашкӑракан вырӑна тасатса тирпейленӗ, чаплӑ ҫурт хӑпартса лартнӑ, халӗ ҫемье сурӑхсем ӗрчетет.

 

Ял пурнӑҫӗ
gazetapik.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gazetapik.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш ҫыннисем ялта шыв ҫуккишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Вырӑнтисем шыв кӗртмешкӗн 2020 ҫулта укҫа пуҫтарнӑ, анчах паянхи кун та шыв кӗртмен. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Рекорд» радио журналисчӗн тата тата радио итлекенсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ чухне палӑртса хӑварнӑ.

Регион ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 857 объекта хута ямашкӑн укҫа-тенкӗ пӑхса хунӑ. «Кашни яла шывпа тивӗҫтерме тӑрӑшӑпӑр, анчах пӗр вӑхӑтра тумалли ӗҫ мар ку», — тенӗ Олег Алексеевич.

Калаҫура тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Чылайӑшне хаксем ӳсни кулянтарать. Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра хаксем чакма тытӑннӑ. Стройматериалсен хакӗ 20 процент чакнӑ-мӗн.

 

Страницӑсем: 1 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, ...74
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 21

1907
119
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ.
1936
90
Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй